Тӑван халӑхӑмӑр хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ҫак каларӑша паян Пушкӑртстан Президенчӗ Рустэм Хамитов Чӑваша килсен пирӗн чӗлхепе каланӑ. Аса илтеретпӗр, паянпа ыран пирӗн патӑмӑрта пушкӑрт культурин кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫавна официаллӑ майпа уҫма Пушкӑртстанран сумлӑ делегаци килсе ҫитнӗ. Мероприятие паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Хӑнасене чӑваш, вырӑс тата пушкӑрт халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа тата кумыспа кӗтсе илнӗ.
Михаил Игнатьев пирӗн республикӑсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗппине палӑртнӑ май пушкӑрт ҫӗрӗ пире чаплӑран та чаплӑ поэтсене — Константин Ивановпа Ухсай Якковне — парнеленине асӑнса хӑварнӑ.
Мероприятие официаллӑ майпа уҫиччен Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патне чечек хунӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне палӑртакан хӑйне майлӑ палӑкпа пуянланнӑ. 76 миллиметрлӑ девизи тупине ялти Мухтав монумӗнчӗпе ҫуммӑн вырнаҫтарнӑ.
Тӑван Ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫинче тупӑ чи анлӑ усӑ куракан хӗҫ-пӑшалсенчен пӗри пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та вӗсемпе самай хушӑ усӑ курнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫак кӑрал паянхи кун та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.
«Вӑрҫӑ палӑкне Чӑваш Республикине Курган облаҫӗнчен ҫитернӗ. Тупӑна вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ака уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлнелле палӑка майлаштарса лартассине вӗҫленӗ», — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче.
Ял таврашӗнче ҫавӑн йышши палӑксене лартасси ӳсекен ӑрӑва паттӑрлӑх туйӑмне ӳстерессе, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентессе, чунӗсенче ҫирӗплетме пулӑшасса шансах тӑрас килет.
Васнарти (Красноармейский районӗ) Уй урамне ҫул кӗртеҫҫех. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков хӑйӗн хуравӗнче пӗлтернӗ.
Маларах эпир ҫырнӑ тӑрӑх Васнар халӑхӗ Уй урамне ҫул сарса пама ыйтнӑ. 1995–2001 ҫулсенче унта ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулнӑ, анчах та хальхи вӑхӑтччен те вӗсен ҫул ҫук. Уйрӑмах техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси те чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн.
Андрей Шестаков хуравӗпе килӗшӳллӗн ҫак ҫула Красноармейски районӗнче 2020 ҫулччен тума палӑртнӑ ҫулсен йышне кӗртнӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫул ӑҫтан иртессипе тата ун валли уйӑрма юрӑхлӑ ҫӗр лаптӑкне тӗпчеҫҫӗ имӗш.
Ҫулсӑр нушаланакан ялсен шучӗ республикӑра тата миҫе-ши?
88 ҫула кайса чӑвашсен паллӑ хӗрарӑм ҫыравҫи Зоя Алексеевна Нестерова вилсе кайнӑ. Вӑл 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ.
Зоя Нестерова Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Нумай ҫул хушши Красноармейски тата Комсомольски районӗсенчи тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе пурӑннӑ. Литературӑри пӗрремӗш пичетленнӗ ӗҫӗ: «Малтанхи юрату» повесть. Вӑл «Ялав» журналта 1957 ҫулта пичетленнӗ. 1980-мӗш ҫулсенче ачасем валли «Чее мулкач» пичетлесе кӑларнӑ.
Чылай повесть ҫырнӑ вӑл: «Сивӗ хӗвел ҫӗршывӗнче», «Пулаймарӑм санӑн мӑшӑру» тата ытти те. Ун кӗнекисем: «Чее мулкач», «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем», «Ылтӑн пӗрчисем», «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ».
Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!
Красноармейски районӗнчи Васнар ҫыннисем яла ҫул сарса пама ыйтнӑ — ҫакӑн пек хута вӗсем Андрей Шестаков район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе янӑ.
Ял халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх 1995–2001 ҫулсенче Полевая (Уй урамӗ) урамра ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулать, анчах та хальхи вӑхӑтччен те ҫул ҫук имӗш. Ҫуран утса тухма пулать — ку йывӑрлӑх мар вӗсемшӗн, анчах та техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси вара чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн.
Тӗрӗссипе ялӗ Красноармейскинчен инҫе те мар ӗнтӗ — вӗсем хушши 3 ҫухрӑм кӑна... Ҫулне туса парӗҫ-ши?
Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем валли «Улӑп — 2013» уҫӑ тата инҫет вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш тата Дагестан Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, паллӑ чӑваш композиторӗ Ф.М. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пуҫараканӗсем — В.М.Михайловпа З.П.Михайлова, Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗн вӗрентекенӗсем.
Вӑйӑ-ӑмартӑва Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тулай Чӑвашри шкул ачисене ирӗклех йышӑнаҫҫӗ.
Вӑйӑ конкурса хутшӑнас текенсен http://www.make-test.ru сайта кӗрсе регистрациленмелле. Ҫак вӑйӑ конкурсӑн шывӗ-йӗркипе килӳшӳллӗн пӗр сехет хушшинче 30 ыйтуран тӑракан теста пурнӑҫламалла. Тест ыйтӑвӗсене пӗр хут ҫеҫ хуравлама юрать.
Вӑйӑ-конкурс инҫет майпа 2013 ҫулхи акан 8-мӗшӗпе 21-мӗшӗччен 5-7, 8-9, 10-11 класс ушкӑнӗсенче иртет. Пӗтӗмлетӳ протоколӗ акан 30-мӗшӗччен http://chuvsite.ucoz.ru сайтра курнӑҫланӗ.
Вӑйӑ-ӑмартӑвӑн тулли йӗрке-шывӗпе кунта паллашма пулать.
Трак Енти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта 2012 ҫулшӑн Нестер Янкас премине парас ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.
Чӑваш литературипе ӳнерне тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2012 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеплӗ ятне 2 ҫын тивӗҫрӗ.
1. Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ ҫыравҫи — Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Петрович Ишентей — 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ «Планетӑпа чӗре» ятлӑ сӑвӑсен кӗнекишӗн.
Вӑл 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) ҫуралнӑ. Унтах пурӑнать. Красноармейски вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентес ӗҫре, журналистикӑра вӑй хунӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Чатукасси тӗп вӑтам шкулӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑвӑн тӗп теми «паянхи шкулта ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентесси» пулчӗ.
Чи малтанах ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Р.И.Яковлева уҫӑ урок кӑтартрӗ. Унӑн теми: «Туслӑха тусан ан пустӑр» (Надежда Григорьева ҫырнӑ «Тӗтреллӗ ҫумӑр витӗр» калав тӑрӑх [«Тӑван Атӑл», 2003, 9 №] ирттернӗ дискусси).
Итлекенсем урок ӑнӑҫлӑ пулнине, вӗрентекен паянхи ҫӗнӗ технологисемпе аван усӑ курнине палӑртрӗҫ. Уйрӑмах информаципе коммуникативлӑ технологипе тата ачасен вӗренӳри пӗлӳлӗхне, хӑй тӗллӗнлӗхне аталантаракан педагогика меслечӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Ачасен пӗлӳ шайӗ те начар марри сисӗнчӗ.
Уҫӑ урок хыҫҫӑн вӗрентекенсем шкулпа юнашар вырнаҫнӑ культурӑпа кану центрне, вырӑнти музее ҫул тытрӗҫ. Чӑвашсен паллӑ композиторӗ Ф.М.Лукин 100 ҫул ҫитнине халалланӑ музей экспозицине ҫитсе курчӗҫ. Н.Н.Лукина музейҫӗ район ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартрӗ, «Ф.
Трак енӗн мухтавлӑ ентешӗн — Ҫавалҫырма ялӗнче ҫуралнӑ СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, РФ халӑх артисчӗн, РСФСР, Чӑваш тата Дагестан АССРӗсен тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн, Октябрьти Революци, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата «Хисеп палли» орденӗсен кавалерӗн, чӑвашсен паллӑ композиторӗн Ф. М. Лукинӑн пурнӑҫӗ 1994 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче татӑлнӑ. Манмаҫҫӗ ӑна Чатукасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем. Ҫулленех асӑну кунне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чатукассинчи культура аталанӑвӗпе вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче иртрӗ.
Хӑнасем чылайӑн хутшӑнчӗҫ унта. Ҫав йышра композитор хӗрӗ — Татьяна Филипповна, районти ентешӗсем — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑваш бройлерӗ акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ В. И. Николаев, Чӑваш халӑх поэчӗ Ю. С. Сементер, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх правленийӗн председателӗ А. Н. Львов тата унӑн ҫумӗ А. В. Яковлев журналист, Раҫҫей Почтин республикӑри управленийӗн начальникӗ С. Т.
Район депутачӗсен пиллӗкмӗш суйлаври Пухӑвӗн черетлӗ ХХI ларӑвӗнче район талисманне йышӑнчӗҫ.
Красноармейски районӗ хӑйӗн символикисемпе пуян, унӑн гербӗпе ялавӗ тата гимнӗ пур. Кунсӑр пуҫне мӗн пур 9 ял тӑрӑхӗнче те ҫав элемсем пур.
Трак енсем кунпа ҫеҫ чарӑнман, малалла кайма шут тытнӑ. «Ялти туризма аталантарасси», «Красноармейски районӗн яш-кӗрӗмӗ: 2011–2020 ҫулсем» тӗллевлӗ программӑсене пурнӑҫласа районӑн талисманне палӑртас тата туса хатӗрлес енӗпе уҫӑ конкурс палӑртнӑ пулнӑ. Район администрацийӗнче икӗ уйӑх хушши пирӗн района халалланӑ, хӑйне евӗр мелӗпе (стилӗпе) пурнӑҫланӑ, маларах ытти тупӑшусене тӑратман ӗҫ-сувенирсене йышӑннӑ. Пӗтӗмпе конкурса 19 ӗҫ тӑратнӑ пулнӑ.
Талисмана палӑртас тӗлӗшпе райадминистрацин фойинче ҫав ӗҫсенчен конкурс йӗркеленӗ, курава хутшӑннисем, куракансем вӑл е ку ӗҫшӗн хӑйсен сассисене пама пултарнӑ.
Талисмана палӑртас тӗлӗшпе конкурс комиссийӗ мӗн пур ӗҫсене пур енлӗн тишкерсе хакланӑ. Каярах комиссипе районта пурӑнакансен шухӑшӗ пӗр килнӗ. Пурне те «кӗмӗл тӗслӗ шлем, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ (район символӗсен элеменчӗсемпе илемлетнӗ), пиҫиххи ҫыхнӑ, ӑна «Трак Упи» наци ялавӗн элеменчӗсемпе илемлетнӗ, («Трак ен Упи») «упа» килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.